Элӗк тӑрӑхӗнчи 40 ҫулти арҫын патне мессенджерта видеоҫыхӑну урлӑ «ФСБ капитанӗ» шӑнкӑравланӑ. Вӑл чаплӑ кастюм тӑхӑннӑ пулнӑ, хыҫалта РФ Президенчӗн сӑнӳкерчӗкӗ ҫакӑнса тӑнӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, унӑн счечӗпе ют ҫӗршыв ҫынни хуҫаланасшӑн. Ҫавӑнпа «ФСБ капитанӗ» «банк ӗҫченӗн» шӑнкӑравне йышӑнма хушнӑ.
Лешӗ чӑнах та шӑнкӑравланӑ. Вӑл Элӗк арҫыннине укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтнӑ. Укҫа каялла таврӑнӗ-мӗн.
Арҫын банкран 4 млн тенкине илнӗ. Ку ӑна комбайн туянма кирлӗ тесе суйнӑ. Укҫана куҫарса панӑ. Ултавҫӑсен аллине лекни пирки кайран тин пӗлнӗ вӑл.
Чӑваш АССРӗн Верховнӑй совечӗн председателӗ пулнӑ, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн экс-ректорӗ Анатолий Марков чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Вӑл 93 ҫулта пулнӑ.
Анатолий Марков — ученӑй-педагог, вӗренӳ тата наука йӗркелӳҫи, паллӑ общество ӗҫченӗ, 1971-1975 ҫулсенче Чӑваш АССРӗн Верховнӑй совечӗн председателӗ пулнӑ.
Анатолий Семенович 1930 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Хитекушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 1951 ҫулта Чӑваш педагогика институтӗнчи физикӑпа математика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн Вӑрнар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Уравӑш шкулӗнче виҫӗ ҫул учительте ӗҫленӗ. Педагогика наукисен кандидачӗ ятне хӳтӗленӗ хыҫҫӑн вӑл карьера енӗпе самай ӳсӗм тунӑ.
Пӑрачкав муниципаллӑ округӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Ку тивӗҫе Алексей Мочалова шаннӑ. Унччен вӑл Элӗк муниципаллӑ округӗн прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.
Алексей Валерьевич 1982 ҫулта Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ. 2005 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтернӗ. Ҫавӑн чухнех вӑл прокуратура органӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Сӑмах май, Пӑрачкав тӑрӑхӗнче унччен Сергей Парамонов прокурор пулнӑ. Кӑҫал ҫулла ӑна Вӑрнар муниципалитет округӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарӑн ҫӗнӗ прокурорне ҫирӗплетни пирки пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре «Пурӑн, чӑваш тӗрри» конкурс малалла пырать. Унӑн теми – «Ачаран пӗлекен эреш».
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш наци музейӗ тата Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ ирттереҫҫӗ. Вӗсем ӑстасене, художниксене тата дизайнерсене чӑваш тӗррине тӗпе хурса ача-пӑча валли хальхи вӑхӑтри тум хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ.
Паянхи кун тӗлне конкурса Шупашкарти, Элӗк, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенчи. Иркутск облаҫӗнчи ӑстасем 17 ӗҫ сӗннӗ. Конкурса пӗр ача пахчи тата 5 шкул хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка муниципаллӑ округсем ҫак пулӑма тахҫантанпах кӗтнӗ. Икӗ округа ҫыхӑнтаракан ҫула тинех уҫнӑ.
Эппин, халӗ ҫак икӗ муниципаллӑ округра пурӑнакансем ҫул ҫинче 1,5 сехет таран сахалрах ирттерме пултараҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, республикӑра хытӑ сий сарман ҫулсене, асфальт ҫула ҫыхӑнтаракансене, пӗтерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тепрехинче Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай округӗсенчи 3,5 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула асфальт сарасшӑн. Унашкаллисем Вӑрнар, Красноармейски, Йӗпреҫ, Пӑрачкав округӗсенче те пур.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Элӗк муниципаллӑ округӗнче ҫамрӑк мотоциклис пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
19 ҫулти каччӑ «Элӗк-Юнтапа» ҫулпа мопедпа вӗҫтерсе пынӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ пысӑк хӑвӑртлӑхпа кайнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унтан ҫул айккинелле кӗрсе кайса йывӑҫ ҫине пырса ҫапӑннӑ.
Йывӑр суранланнӑ каччӑ (вӑл хӑй Ҫӗнӗ Шупашкартан пулнӑ) вырӑнтах вилсе кайнӑ. Унӑн водитель удостоверенийӗ пулман.
Чӑваш Енре «Халӑх дружинникӗ» конкурс иртнӗ. Унта муниципалитет тата хула шайӗнче ҫӗнтернӗ 20 ҫын хутшӑннӑ. Конкурса Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби ШӖМпе пӗрле ирттернӗ.
Пӗрремӗш вырӑна Елчӗк районӗнчи Алексей Тихонов йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Канаш районӗнчи Вячеслав Шпаков тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Элӗк районӗнчи халӑх дружинникӗ Эльвира Иванова йышӑннӑ.
Малти вырӑнсене тухнисене дипломпа тата парнесемпе хавхалантарнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь ялӗнче пурӑнакан Татьяна Деевна 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл - тыл ӗҫченӗ, ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗ.
Татьяна Деевна Элӗк районӗнчи Кармал ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫавӑнтах тӑван колхозӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче трактористка пулнӑ, кайран дояркӑра ӗҫленӗ, колхоз бригадине ҫӳренӗ.
Вӑл Карп Захаровичпа 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать.
«Элӗк – Ишек» ҫулӑн Элӗк районӗнчи пайне, пурӗ 9 километра, тӗпрен юсама палӑртнӑ.
Халӗ проектӑн сметине палӑртмалли патшалӑх экспертизи вӗҫленнӗ.
Асӑннӑ лаптӑкра сивӗ ресайклинг мелӗпе 2 сий асфальт бетонӗ сарӗҫ. Ҫула ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫе те пурнӑҫлама пӑхса хӑварнӑ. Юсаса пӗтерсен ҫул машинӑпа ҫӳрекенсемшӗн самай меллӗрех пулмалла.
Элӗк районӗнчи 53 ҫулти арҫын пӗр ҫул ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. Парӑм ҫав хушӑра 221 пин тенке ҫитнӗ.
Арҫын вӑй питти пулсан та ӗҫе вырнаҫма васкаман. Ку кӑна мар, вӑл ӗҫ вырӑнӗ тупас тесе ӗҫпе тивӗҫтерекен центра кайса шута та тӑман. Ҫапла вӑл пӗлсе тӑрса алимент тӳлемен. Суд приставӗ унпа калаҫни те усӑ кӳмен. Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарса 10 талӑклӑха хупнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл алимент тӳлемен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин арҫын парӑма татнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |